Кӑрлач уйӑхӗн 12–14-мӗшӗсенче Францири Фонт Ромео курортӗнче фристайлӑн слоуп-стайл дисциплини енӗпе Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев хутшӑннӑ.
Арҫынсен тупӑшӑвӗнче Раҫҫей спортсменӗсенчен нихӑшӗ те квалификацие пурнӑҫлайман. Краснодар крайӗнчи Денис Некрасов — 28-мӗш, Чӑваш Енри Дмитрий Мулендеев 33-мӗш пулнӑ.
Хӗрарӑмсен тупӑшӑвӗ пынӑ кун вара ҫанталӑк япӑх тӑнӑ. Ҫакӑ та квалификацие пурнӑҫлама чӑрмантарнӑ ахӑртнех. Раҫҫей спортсменӗсенчен чи лайӑххи пулса Лана Прусакова 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Тӗнче кубокӗн тепӗр тапхӑрӗ кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Италири Зайзер-Альмӑра иртӗ.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Словенири Поклюка хулинче биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн иккӗмеш тапхӑрӗ старт илет. Унта пирӗн ентеш Татьяна Акимова та хутшӑнӗ.
Раҫҫейри биатлонистсен союзӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн хӗрарӑмсен пӗрлештернӗ командине Ольга Подчуфарова, Екатерина Глазырина, Светлана Слепцова, Анастасия Загоруйко та кӗнӗ. Вӗсем малтан спринтра тупӑшӗҫ.
Палӑртмалла: Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗн пӗтӗмӗшле зачечӗпе килӗшӳллӗн, Татьяна Акимова Раҫҫейри спортсменсен йышӗнче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ, 49 очко пухса 23-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Екатерина Глазырина — 26-мӗш, Ольга Подчуфарова — 34-мӗш, Екатерина Шумилова — 38-мӗш, Анастасия Загоруйко — 46-мӗш, Светлана Слепцова 54-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Паян ҫурҫӗр иртсен Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗсен ассоциацийӗ (IAAF) Раҫҫей спортсменӗсене дисквалификацилеме шутланӑ. Ҫав шутра ассоциаци 2016 ҫулта Раҫҫейре ирттерме палӑртнӑ пысӑк спорт мероприятисене чарса лартнӑ. Ку — Шупашкарта ирттермелли Хӑвӑр утас енӗпе тӗнче кубокӗ тата Хусанта иртмелли юниорсен ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче чемпионачӗ. Ҫавӑн пекех Раҫҫей спортсменӗсем 2016 ҫулта иртекен олимп вӑййисене хутшӑнасси те пысӑк ыйту кӑларса тӑратать.
Хӑварт утас енӗпе тӗнче кубокӗ Шупашкарта 2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшпе 8-мӗшӗнче иртмеллеччӗ. Ку йышӑнӑва 2013 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче IAAF Монакора пухӑнсан тунӑччӗ. Шупашкар та ҫак ӑмӑртӑва хатӗрленсе пыратчӗ.
Допинг пӑтӑрмахӗ никама пӑхӑнман WADA агентство тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн пуҫланнӑ. Вӗсен доклачӗ тӑрӑх Раҫҫейри допинга тӗрӗслекен агентство хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ туса пыман, 1400 ытла илнӗ пробӑна ҫухатнӑ, ФСБ ҫыннисем допинг тӗрӗслевӗн ӗҫне хутшӑннӑ пулса тухать. Паян иртнӗ IAAF ларӑвӗнче Раҫҫей спортсменӗсене дисквалификацилес е каҫарас тӗлӗшпе самай хушӑ пуҫ ватнӑ. Виҫӗ сехет иртсен тин пӗтӗмлетӳпе паллаштарнӑ: сасӑлавра 22-шӗ Раҫҫей спортсменӗсене хирӗҫ, пӗри ҫеҫ майлӑ пулнӑ.
Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче кикбоксинг енӗпе World cup Diamond-2015 тӗнче кубокӗ иртнӗ. Унта чӑваш спортсменӗсем те хутшӑннӑ, пысӑк ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал тӗп парнене ҫӗнсе илессишӗн 1062 спортсмен вӑй виҫнӗ. Вӗсем унта 26 ҫӗршывран килнӗ. Спортсменсен йышӗнче пирӗннисем те пулнӑ.
Командӑпа тупӑшса Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унта Чӑваш Республикин кикбоксинг ассоциацийӗн элчисен те тӳпи пысӑк.
71 килограмм тайман виҫе категорийӗнче «фулл-контакт» дисциплинӑра Артур Шишокин 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарнӑ. Виталий Гаврилов, 67 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗскер, виҫӗ тупӑшӑва выляса яман. Вӑл ҫапла кикбоксинг енӗпе тӗнче кубокӗн хуҫи пулса тӑнӑ.
Чӑваш Ен спортӗнче — тепӗр ҫитӗнӳ. Республика, тӗнче пӗлекен Ирина Калентьева черетлӗ медалӗпе савӑнтарнӑ.
Нумаях пулмасть Италире маунтинбайк енӗпе тӗнче кубокӗн улттӑмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри виҫӗ спортсменка хутшӑннӑ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Олимп вӑййисен призерӗ, тӗнчен икӗ хут чемпионки Ирина Калентьева пӗтӗмӗшле зачетра 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл элита чупӑва хутшӑннӑ. Унта вара вӑл 3-мӗш пулнӑ.
Ӑмӑртӑва Надежда Антонова тата Ольга Терентьева та хутшӑннӑ. Кросс-кантри дисциплинӑра вӗсем Топ-10 списока кӗнӗ. Надежда Антонова 6-мӗш, Ольга Терентьева 7-мӗш пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |